Чураков Владимир Дмитриевич, — ӳнерҫӗ.
Чӑваш Енӗн тава тивӗҫлӗ художникӗ ята тивӗҫнӗ.
Владимир Чураков 1959-1964 ҫулсенче Харьковри ӳнер институтӗнче вӗреннӗ. Ун хыҫҫӑн вара Шупашкара килнӗ. Ӳнерҫӗ пӗр вӑхӑтрах педагогикӑпа общество ӗҫ-хӗлне те пурнӑҫланӑ. И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика университетӗнче ӳнерпе графика факультетӗнче верентнӗ, Чӑваш Республикинчи Художниксен союзӗн правленийӗн секретарӗнче те ӗҫленӗ.
Ҫамрӑк художник «20-мӗш ҫулсенчи кулленхи пурнӑҫ» произведенипе палӑрнӑ. Ҫав картинӑшӑн Чӑваш ҫамрӑкӗсен Ҫеҫпӗл Мишши премине илме тивӗҫ пулнӑ.